10:36 12 июня 2017 г.
Хисеплӗ ентешсем!
Сире Раççей кунӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатăп!
Ку уяв Тăван çӗршыва юратакан, унăн ырлăхӗпе тăнăçлăхӗшӗн тăрăшакан кашни çыншăн хаклă. Вăл наци пӗрлӗхӗн, патшалăхăн мăнаçлăхӗпе ирӗклӗхӗн палли пулса тăрать.
Раççей вăйӗ — нумай нациллӗ, пултаруллă, пысăк чун-чӗреллӗ, паттăр та хăватлă халăхра. Паян, çӗршыва тулаш вăйсем хăратса тăнă вăхăтра, пирӗн уйрăмах патшалăха çирӗплетессишӗн тата Тăван çӗршывăн ирӗклӗхӗпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишӗн пӗрлешмелле, унăн социаллă-экономика хăватне ÿстерессишӗн тăрăшмалла.
Тăван çӗршыва юратни пире ырă ӗçсем тума хавхалантарса тăтăр, Раççей мухтавне çӗклеме, йывăрлăхсемпе чăрмавсене сирме пулăшса пытăр.
Пӗтӗм чун-чӗререн сире çирӗп сывлăх, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Днём России!
Этот праздник дорог каждому, кто искренне любит Родину, трудится на благо её процветания и развития. Он является символом национального единения, величия и независимости нашего государства.
Сила России — в многонациональном народе, талантливом и великодушном, героическом и несокрушимом. Сегодня, когда страна сталкивается с серьёзными внешними вызовами, нам особенно важно сплотиться во имя укрепления государственности и сохранения суверенитета Отчизны, наращивания её социально-экономического потенциала.
Пусть любовь к Отечеству вдохновляет нас на созидание и добрые свершения, помогает приумножать славу России, преодолевать любые невзгоды и испытания.
От всей души желаю вам здоровья, мира и добра!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
АУ Чувашской Республики "Редакция газеты "Алатырские вести" Мининформполитики Чувашии
Первоисточник: Официальный портал органов власти Чувашской Республики